"Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ-2024"

"Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ-2024"

Хирти Пикшик вӑтам шкулӗнче вӗренекенсемпе вĕрентекенсем яланхи пекех "Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ-2024" акцие хастар хутшӑнчӗҫ. Кӑҫал ӑна Раççейри Ҫемье ҫулталӑкне, Чӑваш енри Экологи культурипе ҫутҫанталӑка перекетлес ҫулталӑкне тата чӑваш чӗлхи кунне халалланă. Акцин тӗп тӗллевӗ чӑваш чӗлхине вӗренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне ӳстересси тата чӑваш чӗлхин сумĕпе пĕлтерĕшне ӳстересси.

Кӑҫалхи ҫул  диктанта 38 вӗренекен тата 5 вӗрентекен хутшăнса хăйсен пĕлĕвне тӗрӗслерӗ.