Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе.

Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе.

2021-мĕш çулхи ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Хирти Пикшикри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни планĕпе 8-9 класра вĕренекенсем хушшинче «Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе» сочиненисен конкурсĕ иртрĕ.

Конкурса хутшăннă кашни ача тăван чĕлхе пĕлтерĕшне, вăл хальхи вăхăтра йывăрлăха кĕрсе ӳкнине, кашни чăваш çыннин чĕлхене упрамаллине тата ăна аталантарас тĕллевпе ĕçлемеллине çырса кăтартрĕ. 9- мĕш класри Кириллов Андрейăн тата Лисицын Сергейĕн, 8-мĕш класри Ахмеева Ангелинăн, Иванова Надеждăн сочиненийĕсем  чуна пырса тивнине асăнса хăвармалла.